Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ-ренпе 76 çул çитнине уявланă май "Хĕвеллĕ" уçланкă ипподромĕнче юртă лашасен "Çĕнтерỹ кубокĕ" ăмăртăвĕ иртрĕ (сăн ỹкерчĕкре унăн саманчĕ).
Спорт уявне Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн малтанхи электронлă сасăлавне явăçнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков тата тулли мар яваплă "Чăвашгоснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, ытти официаллă хăнасем хутшăнчĕç.
Пурĕ 12 чупу иртрĕ. Районта йăлана кĕнĕ лаша спорчĕн ăмăрту сезонĕ пуçланчĕ. Юланутçăсем район пуçлăхĕн кубокĕшĕн те тупăшрĕç. Ăмăртăва Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк, Канаш, Шупашкар районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи, кỹршĕллĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи, Пăва хулинчи 24 юртă лаша хутшăнчĕ. Йăпанăçлă чупура Шăнкăртамри Фенил Земдихановăн "Помпей" лаши пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Финалти тупăшура Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхозăн "Марс" (Николай Пыркин) лаши çĕнтерчĕ. Вĕсем кубоксене тивĕçрĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене укçан хавхалантарчĕç.
Ноябрь 2024 |