"Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл - халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ". (И. Я. Яковлев халалĕнчен)
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе районти Мăшăрлану керменĕнче нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене чысласси, уяв ячĕпе саламласси ырă йăлана кĕчĕ. Çак ятпа иртнĕ эрнекун, майăн 14-мĕшĕнче, район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнчи хăтлă залра 30, 25, 10 çул пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса утакан çемьесене - Кивĕ Ахпỹртри Анатолий Михайловичпа Светлана Васильевна Кошкинсене, Ыхра Çырминчи Фиргать Каюмовичпа Зельфия Искендеровна Вахитовсене ахах (çемье çавăрнăранпа 30 çул), Алманчăри Владимир Петровичпа Надежда Алексеевна Киргизовсене кĕмĕл (25 çул), Хирти Пикшикри Илнар Рафаиловичпа Гульназ Энверовна Чаштановсене тăхлан е кĕл чечек (10 çул) туйсен ячĕпе саламларĕç. Уяв "тĕпелне" йыхравланă мăшăр кашниех ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, пултаруллă, хастар. Районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталья Емелина вĕсемпе кашнийĕнпех тĕплĕн паллаштарчĕ, пурне те çемьере килĕшỹ, юрату, пысăк ăнланулăх сунчĕ.
Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Горшкова, Пикшик, Алманчă, Ыхра Çырми, Туçа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен представителĕсем хутшăнчĕç, çемьесене малашне те нумай çул пĕрле пурăнса ачисене тивĕçлĕ воспитани пама, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма сывлăх, пысăк ăнланулăх, юрату сунчĕç.
- Шанчăклă та килĕшỹллĕ çемье - пысăк пурлăх, патшалăх тĕрекĕ. Районти мĕн пур ăнăçу, çитĕнỹ, ырă улшăну çемье çирĕплĕхĕнчен, пĕрлĕхрен килет. Сире тата сирĕн ачăрсене, мăнукăрсене пурне те çирĕп сывлăх сунатăп, килĕшỹлĕх, татулăх малашне те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пултăр,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова уява пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе саламланă май.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |