"Пĕрлехи çуралнă кун" - савăнăçа пайламалли проект

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2021, 12:07 Просмотров: 225

 ПУРНĂÇРА кашни çыннăн, çав шутра ачан та, шăпи ăрасна. Шел пулин те паян ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăр ỹсекен пепкесем те пур. Хальхи вăхăтра республикăри ачасен çурчĕсенче 128 тăлăх воспитани илет. Вĕсене пур енлĕн аталанма, кăмăлне тупма чăн малтанах тимлĕх, ăшăлăх кирлĕ. Çак кунсенче (майăн 14-мĕшĕнче) старт илнĕ "Пирĕн пĕрлехи çуралнă кун" проектăн тĕп тĕллевĕ шăпах тăлăх пепкесене тимлĕх уйăрассипе çыхăннă. Çак ыр кăмăллăх проектне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Сирĕн çуралнă кун ача çуртĕнче пурăнакан хăш пепкепе пĕрле лекнине пĕлес тесен Instagram страницине @opeka21chuv адреспа кĕрсе пăхмалла е 8(8352) 64-21-83 телефонпа шăнкăравласа пĕлмелле. Шăпа ашшĕ-амăшĕнчен уйăрнă кирек мĕнле ачана та шăнкăравласа саламлани, ăна пĕчĕк парне кỹни, сывлăхĕшĕн çурта çутни уншăн тем пысăкăш савăнăç, сирĕншĕн вара сăвап пулĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика