ÇУРКУННЕН юлашки уйăхĕ ака-сухапа пĕрлех ытти яваплă ĕçпе те çыхăннă. Хальхи вăхăтра ялсенче хĕрỹ тапхăр пулнине пăхмасăрах вырăнсенче субботниксем йĕркелес, урамсемпе тăкăрлăксене, çырма-çатрана, скверсемпе парксене çỹп-çапран тасатса илем кỹрес ĕçсем пыраççĕ. Канмалли кунсенче чылай ялта халăх вăйĕпе масарсене тирпейлеме пикенчĕç. Первомайски, Туçа ял тăрăхĕсенче ку ĕçе çынсем хастар хутшăннă.
Аса илтеретпĕр: православи тĕнне тытса пыракансем июнĕн 20-мĕшĕнче çветуй Троица уявне паллă тăваççĕ. Пĕр кун маларах вилнĕ тăванăмăрсене асăнма масар çине каяççĕ. Çавăнпа та аслă праçникчен кашни ялти масара тирпейлесе çитермелле, хыт хурана, хăрăк туратсене тасатмалла, чечексем лартмалла.
Ноябрь 2024 |