Шкул вăл пĕлỹ илмелли вĕрентỹ çурчĕ çеç мар. Унта ăсталăха аталантармалли анлă майсем те пур. Çитĕнекен ăрăва мĕн те пулсан илĕртет. Ун патне вăл çĕнĕрен те çĕнĕрен таврăнма пултарать. Киленĕç шырать. Ăсталăхне туптать. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта музыка, ИЗО, технологи вунăкунлăхĕнче "Эпир талантсем шыратпăр" конкурс вăхăтĕнче шăпах ачасен пултарулăхне палăртма, хак пама май пулчĕ те. Çĕнĕ "çăлтăрсем" çуралчĕç. Вĕренекенсем юрларĕç, музыка инструменчĕсемпе вылярĕç. Кашнийĕ хăйне сцена çинче тивĕçлĕ тытма тăрăшрĕ. Куракансем вĕсене хавхалантарчĕç.
Вокал ăсталăхĕпе кĕçĕннисенчен А.Кучанова палăрчĕ. Гран-прие çĕнсе илчĕ. А.Шамшетдинова пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
"Тамчы" ансамбль та çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Аслăрах ушкăнра З.Сультеевăна çитекенни пулмарĕ. Вăл та Гран-прие тивĕçрĕ. Р.Камалова пĕрремĕш пулчĕ. Инструментпа выляса И.Хисамутдинов мала тухрĕ. "Тамчы" ансамбль музыка инструменчĕсене кăмăллани куç кĕретех. Ачасене конкурса музыка учителĕ А.Абитова хатĕрленĕ.
А. КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |