Спорт çынна сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пулăшнипе пĕрлех пурнăçра вăй-хăват, хавхалану кỹрет, характера çирĕплетет тата ытти те. Çакна çарти пурнăç та çирĕплетсе пачĕ. Мана мĕн пĕчĕкренех пурнăçри ырă енсене илме, помост çинче ирĕклĕ майпа кĕрешес тĕлĕшпе хамăн пултарулăха туптама пĕрремĕш тренер, Хирти Пикшикре пурăнакан Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ, нумай хутчен ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе районти Акатуй-Сабантуй паттăрĕ пулнă Абдулла Камалетдинов нумай пулăшрĕ. Сăмах май каласан, çак кунсенче вăл хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пире, çĕршер çамрăка, спорт каçалăкĕнче вырăн тупма пулăшнă.
Пĕчĕк чухне кашни арçын ача вăйлă та тĕреклĕ пулма, пурне те çĕнтерме ĕмĕтленет. Атте мана (йывăр тăпри çăмăл пултăр) яланах çирĕп хул-çурăмлă, вăйлă кĕрешекен ача пулса çитĕнтересшĕнччĕ. Çак тĕллевпех мана пĕрремĕш класранах Абдулла Минзарифович патне илсе кайрĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчен эпир спорт шкулне йышлăн çỹренĕ. Тренер ыйтакан кĕрешỹ мелĕсене хăнăхма малтанласа питĕ йывăрччĕ. Вăйлинчен вăйлисемпе помост çине тухса ăсталăха шкултан вĕренсе тухичченех туптарăм, тĕрлĕ шайри ăмăртăва хутшăнса хамăн виçе категорийĕпе малти вырăнсене те сахал мар тивĕçрĕм, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те хамăн вăя тĕрĕслерĕм. Абдулла абый хатĕрленипех районта иртекен Акатуй-Сабантуйра пĕр хутчен мар абсолютлă паттăр та пултăм. Спортри хавхалану мана тата манăн юлташсене малашне те пурнăçра пулăшса çеç пытăр.
А. ЧАШКИН
Ноябрь 2024 |