Хаксем мĕншĕн ỹснĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2021, 12:10 Просмотров: 199

Редакцие Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан шăнкăрав- ланăччĕ. Вăл сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕшĕн хака мĕншĕн ỹстерни пĕр ĕне усракансем те, 2-3 тытакансем те пĕр пекех тăкакланни пирки тата ытти хăш-пĕр ыйтăва хускатнăччĕ. Хурав парас тĕллевпе районти выльăх-чĕр- лĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕпе Петр Ефимовпа тĕл пултăмăр.

- Кăçалтан эпир НДСпа ĕçлеме пуçларăмăр, çавна май хаксем 20 процент таран ỹсрĕç. Унччен, тĕслĕхрен, сĕте тĕрĕсленĕшĕн 80 тенкĕ илнĕ пулсан паян кил хуçисен 96 тенкĕ кăларса хума тивет. Ку пиртен килекен япала мар. Çавăн пекех пĕр ĕнеллисем те, 2-3 е ытларах пуç усраканнисем те паха шĕвеке тĕрĕслеттернĕшĕн пĕр хаках тỹлени продукцие хутăштарса пĕр савăтпа сутма илсе тухнипе çыхăннă.

Ĕнесене, пушмак пăрусене искусствăлла майпа йăхтарнăшăн та хак ỹсрĕ. Паллах, кунта татах НДС витĕм кỹчĕ тата вăрлăхсем те хакланса пыраççĕ. Сăмах май, выльăха пĕтĕлентернĕшĕн тỹлесси пирĕн районта республикăра чи пĕчĕккисенчен пĕри, - терĕ Петр Ильич ыйтусене хуравланă май.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика