Çĕçĕпе чикнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2021, 16:10 Просмотров: 208

Район прокуратури çак çын пирки РФ УКăн 105 статйин 1 пайĕпе (çынна вĕлерни) тата РФ УКăн 111 статйин 2 пайĕн "з" пункчĕпе (хĕç-пăшал вырăнне усă курса çыннăн сывлăхне йывăр сиен кỹни) килĕшỹллĕн йышăннă патшалăх айăплавне ырланă.

Суд çакна çирĕплетсе панă. 2021 çулхи январь уйăхĕнче арçын ỹсĕрле хăйĕн килĕнче паллаканнипе хирĕçсе кайнă, унăн сывлăхне сиен кỹрес тĕллевпе кăкăртан икĕ хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Йывăр сурансене пула вăл кăштах вăхăт иртсен çавăнтах вилнĕ. Преступник кунпа чарăнман. Кĕвĕçỹ сăлтавĕпе хăйĕн мăшăрне те кĕлеткинчен тата сулахай хулĕнчен çĕçĕпе чиксе суранлатнă.

Суд патшалăх айăплавĕпе килĕшсе преступника 8 çуллăха çирĕп режимлă колоние яма йышăннă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

 А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика