Халăх пурнăçĕнче цифра тытăмĕ çирĕпленсех пырать. Çыравра та анлă усă курĕç. Росстат ертỹçи Павел Малков пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра статистика органĕсенче çĕршыври чи хăватлă информаци тытăмĕсене йĕркеленĕ, статистика сăнавĕсен пысăк пайне электрон майпа туса пыраççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме те ятарлă ВI-платформа ĕçе кĕртнĕ. Çак çĕнĕлĕх çитес вăхăтри çырав кăтартăвĕсене ытти çултипе, çавăн пекех тĕрлĕ статистика тĕпечевĕпе те, танлаштарма май парать. ВI-платформăна демографи кăтартăвĕсене, предприятисен, суту-илỹ, хаксен статистикине кĕртеççĕ, информаци çĕнелсех тăрать.
Цифра çыравĕн кăтартăвĕсем, Чăвашстат палăртнă тăрăх, регион тата муниципалитет статистикине, çак шутра Раççейре 2021 çулта вăя кĕртме палăртнă муниципалитетсен цифра паспорчĕсене те, пуянлатма пулăшĕç.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |