Стадионта - футболистсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2021, 16:28 Просмотров: 234

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Юхма енĕн тата Çĕнĕ Шупашкар хулин - "Темп", "Комплект-21" - футболисчĕсем тĕл пулчĕç. Интереслĕ вăйăра хăнасем çĕнтерчĕç.

Патăрьелĕнчи "БТВ" команда Комсомольски районĕнчи "Кубня"па выляса 2:0 шутпа çĕнтерчĕ. Тепĕр тĕл пулу Канаш районĕнче майăн 22-мĕшĕнче иртмелле. Патăрьелĕнчи çамрăксен "БТВ" командипе Канашсен "Локомотив", Çĕрпỹ районĕнче "Темп"па "Цивиль" командăсем вылямалла пулать. Кристинăн икĕ ылтăн медаль Районти "Паттăр" ФСК залĕсенче О. Камышев тренер ачасене каратен кумите тата ката мелĕсемпе кĕрешме хăнăхтарма тытăннăранпа икĕ çул çеç иртрĕ. Апла пулин те çитĕнекен ăрура шанчăк курать Олег Геннадьевич. Секцисене çỹрекенсен пĕрремĕш çимĕçĕсене пуçтарма та тытăннă ĕнтĕ. Акă, Улатăр хулинче Мария Лазарева депутат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă турнирта Кристина Иванова 10-11 çулсенчи ачасемпе тупăшăва тухса кумите тата ката мелĕсемпе кĕрешсе икĕ ылтăн медаль, грамотăсем, парнесем çĕнсе илчĕ. Е. Краснова катара иккĕмĕш пулчĕ.

Çавăн пекех район чысне хỹтĕленĕ К.Шарафуллина, А.Солдатов, Б.Осипов, И.Атаказов хăйсен виçе категорийĕсенче - чемпионсем. К.Мурдаков, Т.Басыров пăхăр медальсене тивĕçрĕç. И. Иринев кĕмĕл медальпе таврăнчĕ.

 Ивановсем О. Камышев тренер патне иккĕн те çỹреççĕ. Кристина тетĕшĕ Саша турниртан иккĕмĕш вырăнпа, çĕнтерỹ патне талпăнакан грамотăпа килчĕ.

 Пăрачкав, Улатăр, Çĕмĕрле, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчен, Ульяновск, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, ытти çĕртен хутшăннă турниртан çакнашкал çитĕнỹсемпе таврăнни чыслă.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика