Çĕнтерĕве вут-çулăм алхаснă çапăçу хирĕсенче кăна мар, тылра та çывхартма пулăшнă. "Пĕтĕмпех фронт валли - пĕтĕмпех Çĕнтерỹшĕн!" девизпа вăй хунă ял ĕçченĕсем. Ĕç паттăрлăхĕн хулисен списокĕ кăçал тата вун икĕ хулапа пуянланчĕ. Сăмах май каласан, пĕлтĕр 20 хулана çак ятпа чысланăччĕ.
Республикăн тĕп хули эвакуаципе килсе çитнĕ пин-пин çынна йышăннă. Шупашкара, республикăна вунă ытла завод куçса килнĕ. Вĕсенчен чи пысăкки - Шупашкарти электроаппарат завочĕ. Унпа пĕрлех пирĕн тăрăха Харьковра, Мускавра, Ленинградра вăй хунă специалистсем те куçса килнĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинчи тăватă эвакогоспитальте çапăçура аманнисене сипленĕ, вĕсене ура çине тăратса фронта çĕнĕрен ăсатма пулăшнă. Хăшĕсем çакăнтах чăмăртаннă стрелоксен икĕ дивизине çырăнса тỹрех хĕвел анăç еннелле çул тытнă.
Тĕп хулара вăй хунă ентешсенчен 250-шĕ СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнĕ, 2 пине яхăн çын - Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, 20 пин ытла çын - "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале. Тылри ентешсен паттăрлăхĕ Шупашкарăн малашнехи кун-çулĕнче те тарăн йĕр хăварнă, хула промышленность, пурăнмалли хуçалăх строительствинче уйрăмах лайăх аталаннă, хăй хыççăн пĕтĕм республикăна ырă тĕслĕх кăтартса хавхалантарса пынă. Эвакуаципе килнисенчен чылайăшĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине иккĕмĕш тăван çĕршывĕ вырăнне йышăннă, малашнехи кун-çулне яланлăхах унпа çыхăнтарнă. Вăрçă пуçланас умĕнхи тапхăртан (1940 çултан) пуçласа 50-мĕш çулсен вĕçнелле Шупашкарта пурăнакансен йышĕ 2,5 хут ỹснĕ. Çав вăхăтрах унта çуралса ỹснисенчен пысăк пайĕ вăрçă хирĕнче пуç хунине те манмалла мар.
Шупашкара "Ĕç паттăрлăхĕн мухтавĕ" хисеплĕ ят парассси çинчен калакан Раççей Президенчĕн указĕ тухнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак шухăша палăртрĕ: "Эпир патшалăх пуçлăхĕ Шупашкара Раççей Федерацийĕн "Ĕç паттăрлăхĕн" хули хисеплĕ ят панăшăн чун-чĕререн савăнатпăр. Астăвăм тата истори тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ çак самант чăваш халăхĕн мухтавĕ пулса тăчĕ. Кунта кашни çемьен несĕлĕ фашизмпа кĕрешес ĕçе хăйĕн тỹпине хывнă. Президент хушăвĕ - Шупашкар хули вăрçă алхаснă çулсенче фронтшăн тĕрев пулнине йышăнни, шута хуни. Кунта та çĕршывăн Аслă Çĕнтерĕвне туптанă. Республикăн тĕп хули çакăн пек сума тивĕçнинче унăн çыннисен тỹпи вышкайсăр пысăк. Çак пулăм кăçал эпир Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене чыс тунă çулпа пĕр килни тата ытларах хавхалантарать. Шăпах çак строительствăра пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ палăрнă. Шăпах 80 çул каялла пуçланнă çав чикĕсен строительстви. Унта 200 пине яхăн çын хутшăннă - республикăн ĕçлеме пултаракан халăхăн виçĕ пайĕнчен пĕри. Тулли мар виçĕ уйăхра - 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕсенче - 380 километр хỹтĕлев чикки чавма пултарнă".
Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн юратнă Шупашкара сумлă ят пани халăх паттăрлăхне вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹрессе шансах тăратпăр. "Республикăра пурăнакан пур çынна та чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхĕн историллĕ астăвăмне упрама, ун пирки таврарисене каласа кăтартма тата ăруран ăрăва куçарса пыма чĕнсе калатăп", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |