Хăтлăх хамăртан килет
Майăн 30-мĕшĕнче 2022 çулта хăтлăх кỹме палăртнă общество территорийĕсемшĕн сасăлас тапхăр вĕçленет. Сасăлав httpsỸỸ21.gorodsreda.ruỸ сайтра иртет. Унта 14 çултан аслăрах çынсем хутшăнаççĕ. Портала республикăн 25 муниципалитечĕн 75 дизай-проектне вырнаçтарнă.
Икĕ палăк çĕкленĕ
Республика кунне кăçал Шупашкарпа пĕрлех Çĕмĕрле районĕ те йышăнĕ. Уяв тĕлне вырăнти инфраструктурăна аталантарма 10 млн тенкĕлĕх грант уйăрса панă. Çак укçапа кунта халĕ 11 объектра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - Çĕнтерỹпе ĕç паркĕ. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене тата вăрçăран таврăнсан пурнăçран уйрăлнă ветерансене асăнса, çавăн пекех тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне сума суса икĕ палăк лартмалла.
Документсем йышăнаççĕ
"Агростартап" конкурса хутшăнса грант çĕнсе илме республикăри фермерсенчен ял хуçалăх министерстви документсем йышăнать. Зявкăсене июнĕн 23-мĕшĕччен памалла. Пĕлтĕр 82 заявка тăратнă. Вĕсенчен 12 проектне ырланă. 2019 çулта 54 заявкăран 25-не суйласа илнĕ.
Сывлăха сыхлас тĕллевпе
Кăçал республикăра 54 фельдшерпа акушер пункчĕ, 2 пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ тата 5 врач амбулаторийĕ тумалла. Кăçалах медицина организацийĕн 12 подразделенине юсаса çĕнетме палăртаççĕ.
Взятка парайман
РФ СКн Чăваш Енри следстви органĕсем Çĕнĕ Шупашкарти 36 çулхи арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суд пăхса тухнă. Ăна çул-йĕрпе патруль службин полицейскийĕсене взятка пама хăтланнăшăн айăплă тесе йышăннă, условлă майпа 6 уйăха айăпланă. Тĕрĕслев срокĕ - виçĕ çул
Наркотик илсе килесшĕн пулнă
Ют регион çынни Чăваш Ене героин илсе килме шут тытнă. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем унăн çулне пỹлнĕ, тытса чарнă. Арçын кроссовка тĕпне 130 грамм героин пытарнă. Наркополицейскисем çав арçыннăн Мускаври тара илнĕ хваттерĕнче те наркотик тупнă. Суд ăна халĕ çирĕп режимлă колоние 12 çул та 10 уйăхлăха яма йышăннă тата пысăк суммăлăх штрафланă.
Килĕшỹ çирĕплетнĕ
Чăваш Ене май килнĕ таран ытларах туристсене илĕртме тăрăшаççĕ. Малашне вĕсем пăрахутпа юхан шыв тăрăх çеç мар, пуйăспа та çула тухĕç. Çакăн пирки туризм индустрине аталантарас тĕллевпе килĕшỹ çирĕплетнĕ.
Светлана Асаматăн кĕнекине хакланă
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти Ю. Гагарин ячĕллĕ вулавăшра "Вучах" литература клубĕн ларăвĕнче Светлана Асамат поэт-композиторăн "Çăка çеçки çурăлсан" кĕнекине хакланă. Светлана Васильевна хăйĕн çинчен, кĕскен кĕнекепе паллаштарнă, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланă.
Ноябрь 2024 |