Акатуй - пĕтĕм халăх уявĕ. Ăна акана вĕçлесен ирттереççĕ. Терминĕ хăех унăн семантикине кăтартса парать: ака "сев", туй "свадьба". Урăхла каласан, суха пуç кунта каччă вырăнĕнче, çĕр - çураçнă хĕр. Çапла вара чăваш Çĕр-анне кăкри çине вăрлăх сапса хăварать, унран тухăç кĕтет. Çакăн пек уяв ĕмĕртен çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхăн çеç пулма пултарать.
Акатуй йышши пысăк уявсем чăвашсен тата та пур. Çăварни, Вăйă... Вĕсем те пĕтĕм халăх пухăнса ирттерекен уяв шутланаççĕ.
Халĕ ĕнтĕ Акатуй пĕлтерĕшне те манса пыратпăр. Чăвашсем ăна ака хыççăн питĕ анлăн ирттереççĕ. Тĕрĕссипе вара кирек хăш йăла-йĕркене те ăнăçлă пултăр, акана, туя, суту-илĕве лайăх ирттерсе ярас тесе ĕçе пуçăнас умĕн йĕркеленĕ. Вăл пĕр куна мар, эрнене пынă. Акатуя тухас умĕн мунча хутса кĕнĕ, таса кĕпе-йĕм тăхăннă.
Акатуй çыннисем çерем çине апат-çимĕç те илсе тухнă: пашалу, çăмарта, пăтă, хур какайĕ. Пашалуне сăмсаллă-кăвапаллă тунă. Çав пашалу сăмси-кăвапине касса ана айне хунă.
Акатуя пĕр ялта çеç мар, юнашарти темиçе ял пухăнса ирттернĕ. Ушкăн пĕр-пĕр анлă çерем е уçланкăна пухăннă. Кунта тĕрлĕ ăмăрту ирттернĕ: çуран та, лашапа та чупнă, çỹллĕшне, тăршшĕне сикнĕ, кĕрешнĕ. Паллах, çĕнтерỹçĕсене парнесем панă. Парне паракансем çитĕннĕ хĕрсем пулнă. Вĕсем ал шăллисемпе, сăмса тутрисемпе, çăмартапа чысланă. Кĕрешсе çĕнтерекен ар çынна вара ялпа така панă.
Унтан ташă-юрă пуçланнă.
Антон САЛМИН. Кивĕ Ахпỹрт ялĕ
Ноябрь 2024 |