Хаклă та юратнă çыннăмăра - аннене, асаннене, кукамая, тăвана, тăхлачăна - Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Тури Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Валентина Александровна Петровăна 85 çулхи юбилей ячĕпе ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Сар хĕвел ăшшипе тата нумай çул киленсе пурăнма çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунатпăр.
Анне - вăрçă ачи. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне 6 çулта çеç пулнă. Кукаçи вăрçăра кĕçĕн лейтенат пулса çапăçнă. Юлашки çырăвне Ленинград хули çывăхĕнчен çырнă: "Çывăх вăхăтра çапăçăва кĕретпĕр. Ротăна хам хыççăн илсе каятăп. Чĕрĕлле нимĕç фашисчĕсене парăнмастпăр".
Кукамай 4 ачапа тăрса юлнă. Анне 1956 çулта Тури Тăрмăш каччипе Василий Ивановичпа çемье çавăрнă. Шел, атте 1977 çулта сарăмсăр вилнĕ. Валентина Александровна вара 41 çулта 5 ачапа юлнă. Мĕнле йывăр пулсан та пире, ăрăва малалла тăсакансене, пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Пĕр ывăлĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕни те сахал мар кулянтарчĕ ăна.
Пирĕн аннен 10 мăнук, 15 кĕçĕн мăнук. Валентина Александровна ăсĕпе те, чунĕпе те пуян çын. Çывăх çыннăмăр вăр-вар çỹрет. Пурне те пулăшма тăрăшать.
Аннеçĕм, çулусем иртеççĕ пулсан та ан кулян. Турă сана вăй-хал парса тăтăр. Нумай-нумай çул ыр курса пурăнмалла пултăр. Саламлатпăр сана чĕререн, Ыр сунатпăр сана кăмăлтан. Ăшшуна-çке паратăн чунтан, Эсĕ хаклă пире ылтăнран.(1432).
Ачисем, кĕрỹшĕ, кинĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, кỹршисем.
Ноябрь 2024 |