КИВĔ Катекре пурăнакан мăшăр Патăрьелĕнче "кукăр алăсенчен" тăр кăнтăрлах шар курнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă арçынпа хĕрарăм пĕр кунхине велосипедсемпех уçăлмалла район центрĕнчи пысăк магазинсене тухнă, хуçалăхра кирлĕ тавар, ĕçме-çиме туяннă. Пенси укçине алла илнĕ хыççăн уйăхне пĕрре район центрне "экскурсие" тухасси вĕсен йăлана кĕнĕ. Хальхинче те арăмĕпе упăшки 4-5 пин тенкĕлĕх тавар илнĕ. Юлашкинчен çакскерсем ĕлĕкхи универмаг çуртĕнче кăçал çеç хута кайнă "Пятерочка" магазина йăпăрт çеç кĕрсе тухма шут тытнă. Велосипедăн хыçалти кутамкки умне çыхса хунă хутаçĕсене çаплах хăварнă. Ара, кăнтăрла-çке, ют япалана никам та тĕкĕнмĕ тенĕ. Арăмĕпе упăшки лавккаран çаврăнса тухнă çĕре пенсионерсен пĕр сумки те юлман... Хыпăнса ỹкнĕскерсем тỹрех магазин умĕнчи видеосăнава пăхма шут тытнă. Шел, кунта "вăрттăн куç" та пулман, ватăсене сутуçăсем пулăшайман. Çакна шута илсе пăтăрмах пирки йĕрке хуралне те шăнкăравламан. Çапах та ытти çынсем вĕсен йăнăшне ан туччăр тесе ватăсем ятне-шывне асăнмасăрах хаçат редакцине шăнкăравласа ячĕç.
Ноябрь 2024 |