КИРЕК мĕнле ĕçре те ăста специалист пулма ăна чун-чĕререн юратни çеç мар, пуян опыт та кирлĕ. Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕнче çакăн пек преподавательсем сахал мар. Акă, Владимир Ширтанов кунта 42 çул вăй хурать! Вĕсенчен 37-шне ертỹçĕре - директорта - тăрăшнă. Вăйлă та хăватлă саслă баянист районта, республикăра иртекен концертсене сахал мар хутшăннă. Сăмах май каласан, музыка шкулĕн ăста специалисчĕн чылай вĕренекенĕ паян сцена çинчен халăха савăнтарать. Акă, Çĕнĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ чăвашсен эстрада артистне Сергей Лекерова кирек ăçта та алхапăл йышăнаççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Николай Толстов ăста баянист та халăх инструменчĕн вăрттăнлăхне Владимир Ильичранах вĕреннĕ.
Ноябрь 2024 |