. Районта хирти çурхи ĕçсем вĕçленнĕ. Пĕтĕмĕшле акнă-лартнă культурăсем 35135 гектарта çитĕнĕç, вăл шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 18 пин гектар йышăнаççĕ. Çавăн пекех куккурус 930 гектар, сахăр кăшманĕ 300 гектар, сухан вăрлăхĕ 441 гектар акнă.
..Çĕр улми 620 гектар лартнă. ..Пахча çимĕç палăртнинчен тăватă процент нумайрах е пĕтĕмĕшле 90 гектар, хĕвел çаврăнăш вăрлăхне 560 гектар акнă.
..Пĕр çул ỹсекен курăксем 1720 гектар йышăнаççĕ. ..Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 6890 гектарне чир-чĕртен хỹтĕлекен им-çам, 7550 гектарне гербицид сапнă.
..Районта выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçланă. Нумай çул ỹсекен курăксене 260 гектар çулнă, 1107 тонна сенаж янтăланă.
Ноябрь 2024 |