Росгварди сотрудникĕсем ỹсĕр водителе тытса чарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.06.2021, 11:24 Просмотров: 420

Майăн 23-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Росгварди сотрудникĕсем патруль вăхăтĕнче район центрĕнчи аслă çулпа çăмăл автомашина унталла та кунталла пăркаланса пынине асăрханă. Çавна май вăл ытти водительсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă.

Росгварди сотрудникĕсем çакăн пирки çийĕнчех çул-йĕрпе патруль службине пĕлтернĕ, хăйсем ун хыççăн пынă. Юлашкинчен унăн çулне йĕрке хуралăн сотрудникĕсен пулăшăвĕпе пỹлсе хунă, ĕçе малалла шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсене панă.

Медицина тĕрĕслевĕ 55 çулхи арçын хĕрĕнкĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çак ĕçе малалла тĕрĕслеççĕ.

 А. ЦЫГАНОВ, Росгварди управленийĕн Чăваш Республикинчи пресс-служин яваплă исполнителĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика