ИРТНĔ эрнере пирĕн тăрăхра темиçе кун умлă-хыçлă çил туларĕ. Ун пек чухне тỹрех пуçра "вут-кăвар инкекĕнчен Турă сыхлатăр" текен шухăш çуралать. Çапах та усалтан чăн малтанах хамăрăн асăрханмалла. Июнĕн 4-мĕшĕнче тăр кăнтăрла Нăрваш Шăхалĕнче ватă хĕрарăмпа хĕрĕ пурăнакан хуçалăхра тухнă пушарăн сăлтавĕ хальлĕхе паллă мар, экспертсем тĕпчеççĕ. Инкекре вара çурт-йĕр пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕ. Ăна çăлса хăварма май пулман. Çиллĕ çанталăкра вут-çулăма парăнтарма ултă единица техника шывпа саптарнă. Анчах çут çанталăк пулăмĕ ăна тата вăйлăрах хыпса илме, сарăлма çеç пулăшнă.
Инкек никама та куçа курăнса килмест. Пушарта шар курнă çемьене кỹршĕ-аршă, ял-йыш, паллакансем çеç мар, ыттисем те строительство материалĕпе, укçа-тенкĕпе тата ыттипе те пулăшма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |