ВЫРСАРНИКУН, июнĕн 20-мĕшĕнче, православи тĕнне тытса пыракансем çветуй Троица праçникне уявлаççĕ. Мăнкун иртсен аллăмĕш кунхине (вырăсла_Пятидесятница) апостолсем çине çветтуй Сывлăш аннă. Мĕншĕн ăна Троица теççĕ-ха? Çак кунран тытăнса Ашшĕне, Ывăлне, çветтуй Сывлăшне мухтаса пуççапма тытăннă. Çавăн пекех чиркỹсене симĕс йывăç тураттисемпе, чечексемпе илемлетеççĕ. Вăл çветтуй Сывлăш çĕр çине анса йăлтах çĕнетнине пĕлтерет. Ыран вара вилнĕ тăванăмăрсене асăнма, вил тăпри умĕнче пуç тайма масар çине каяççĕ, вĕсен канлĕхĕшĕн кĕлĕсем вулаççĕ.
Ноябрь 2024 |