Чăваш халăхĕн сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ ăруран-ăрăва куçакан йăла-йĕркесенчен килет. Несĕлсем пире валли пуян еткер хăварнă. Ниме ял халăхĕшĕн пысăк вырăн йышăнать. Йывăр ĕçсене пурнăçланă чухне йĕркеленĕ ăна. Тỹлевсĕр пĕр-пĕрне пулăшма çỹрекен ырă йăла паянхи кунчченех сыхланса юлнă.
Тыр-пул пухса кĕртнĕ, вăрман турттарнă, çурт хăпартнă чухне ял-йыш пулăшăвĕпе усă курнă. Кил хуçи ирхине ирех ял тавра çаврăнса ĕçе йыхравланă. Йыхрава илтекенсем пурте ĕç хатĕрĕсемпе пулăшма кайнă. Кунĕпех ĕç вĕресе тăнă, ĕçлекенсене кил хуçисем апатлантарнă. Каçхине хуçа килĕнче нимене хутшăнакансем пуçтарăннă. Кил хуçисем ял-йыша тав тунă. Сĕтел хушшинче кĕреке юррисене - çут çанталăка, Турра, ял çыннисене, тăванĕсене тав туса юрланă. Кил хуçисем ĕçлекенсене тав туса авалхи йăлапа:"Тавтапуç сире нимешĕн. Тавтапуç çакăн пек пархатарлă йăлашăн", - тенĕ.
Ноябрь 2024 |