ЮЛАШКИ вăхăтра ялсенче мотоблокпа утă-улăм, ытти груз турттарнине, хăш-пĕр чухне мини-техникăна çынсене лартса аслă çулпа пынине те асăрхама пулать. Мотоблок рулĕ умне ларакан водителех шутланать. Çавăнпа та хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен шутне кĕртнĕ техникăпа (двигатель хăвачĕ 25,7 кВт таранччен пулмалла) трактористăн "В" категориллĕ водитель удостоверенийĕ пулмалла. Унсăрăн саккуна пăсни пулать, РФ КоАПăн тĕрлĕрен статйипе административлă явап тытма тивет. Районти ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мотоблокпа çỹ- рекенсене руль умне ỹсĕр ларнăшăн та саккунпах айăплаççĕ. Хальхи вăхăтра ялта анлă усă куракан пĕчĕк техника пирки çирĕплетнĕ саккунсене пăхăнмасан çын пурнăçĕпе çыхăннă пысăк инкек, хуйхă та сиксе тухма пултарать.
Ноябрь 2024 |