ПАЯН ачасем чỹречерен ỹксе суранланни е вилмеллех аманни çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакнашкал тĕслĕхсем республикăра çулсеренех нумайланса пыни пушшех пăшăрхантарать. Уйрăмах шăрăх та типĕ çанталăкра шăпăрлансем уçă кантăк патне пыма, унтан пăхма, урамра мĕн пулнине сăнама кăмăллаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем пластик чỹрече çумне шăна-пăван вĕçсе кĕресрен карнă москит сеткăна ярса тытаççĕ, ун çумне тĕршĕнеççĕ. Çакă шăпах вĕсемшĕн ултавлă та. Черченкĕ рамăллă сеткăна ачасем кăштах перĕнсенех урама тухса ỹкме, инкек курма пултараççĕ. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра пĕчĕк ачасене хăйсем тĕллĕн пăрахса хăвармалла мар. Инкек куçа курăнса килмест. Лара-тăра пĕлменскерсем йăпăртлăха кил хуçалăхĕнче пăрăннă вăхăтра та пăтăрмах туса хума пултараççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ялсене хуларан та йышлă ача-пăча канма килет. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне ашшĕ-амăшĕн, аслисен тимлĕхĕ тата ытларах кирлĕ.
Ноябрь 2024 |