Çул-йĕр правилисене пĕлни пурнăçра кирлех

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2021, 10:00 Просмотров: 219

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти сывлăха çирĕплетме тата канма çỹрекен ачасен лагерьне "Светофорики" ят панă. Вăл икĕ ушкăнран тăрать - "Хăрушсăрлăх кустăрми" (командирĕ А.Каргина) тата "ЮИДсем" (А.Мартышкина). Кашнийĕш- не 15-шер ача çỹрет.

Мĕншĕн çак ята суйласа илни интереслентерчĕ. Сăлтавĕ те пур иккен. Шкулти çамрăк инспекторсем районта çеç мар, республикăра ирттерекен çулленхи конкурсран çитĕнỹпе таврăнаççĕ. Кăçалхинче те А.Каргина çул-йĕр правилисене пĕлессипе пĕрремĕш вырăна тухнă.

1995 çултанпа интересленеççĕ ку енĕпе вĕренекенсем. 1997 çулхине республикăра пĕрремĕш вырăна тухса Ростовах çитнĕччĕ. Унта Д.Рыбкин ăсталăх конкурсĕнче малти вырăна йышăннăччĕ. 2000 çулта Краснодарта пулчĕç. Автохулара М.Пыркина малтисен йышĕнче пулнăччĕ.

Çав шайри конкурссене хутшăнас тесен тĕрлĕ енлĕ пултарулăх кирлĕ. Унта çул-йĕр правилисене тĕплĕн пĕлмелле. Медицина пулăшăвĕ пама хăнăхмалла. Юрра-ташша ăста пулмалла тата ытти те. Паян-ыран хатĕрленнипех тупăшăва кĕрейместĕн.

Ачасем çакна лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа вĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче те вăйă-конкурс сахал мар ирттереççĕ. Пурнăçра кирек хăшĕ те кирлĕ. Водитель, пассажир, çул çỹрекен вырăнĕнче пулса пăхаççĕ. Ачасемпе лагерьте 4 воспитатель ĕçлет: Л.Кошкина, О.Рыбкина, М.Ярусова, М.Табакова. Тулли программăллă кун йĕрки тунă. Компьютер умĕнче çул-йĕр правилисемпе хăйсене тĕрĕслесе пăхма та, шкул картишĕнче велосипедпа паллăсене пăхăнса ярăнса çỹреме те, теорине алла илме те, хăйсем мĕн пĕлнине тус-юлташне вĕрентме те ỹренмеççĕ ачасем. Физкультминуткăсем ирттересси йăлара. Футболла, çапса тармалла выляççĕ тата ытти те. Шашка-шахмата чылайăшĕ кăмăллаççĕ.

Паян пĕр ушкăн конкурса хутшăнать. Ыран - тепри. Республика шайĕнче кăçалхи тупăшура виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ А.Каргина, А.Мартышкина, Д.Антипов, С.Осипов ыттисене кирлĕ инструктаж пама яланах хатĕр. Çул-йĕр правилисене У.Осипова, М.Никитина, К.Медведев кирек хăш вăхăтра та пĕр арпашмасăр каласа параççĕ. Д.Маркова, К.Рыбкин, Дашăпа Ксения Рыбкинăсем ỹкерчĕксем тума ăста. Велочупура Д.Гаврилов, К.Салмина, Златăпа Влада Мальцевăсем, А.Федорова тĕслĕх кăтартаççĕ. –

Стена хаçачĕ кăлараççĕ ачасем. Концерт, сценкăсем хатĕрлеççĕ. Çамрăкла вĕренни - чул çинче. Çул-йĕр правилисене чухлаççĕ. Вăл вара пурнăç тăршшĕпех кирлĕ. Çакна тĕпе хума тăрăшатпăр та эпир кулленхи ĕçре,- тет лагерь начальникĕ Зоя Михайлова.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика