Çын сывă пурнăç йĕркипе пурăнас тенине тĕпе хуни питĕ паха. Вăй-халне кура тытса пырать вăл çакна. Спортпа туслашни хăйне майлă çитĕнỹ тунипе танах. Спорт вăл - пурнăç, сывлăх, шырав, çĕнтерỹ...
Çакна çирĕплетес тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем "Паттăр" стадионта "Атте, анне тата эпĕ - туслă спорт çемйи" конкурс ирттерчĕç. С Сафьянова класс ертỹçи ăна аслисем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулнине çирĕплетес, ашшĕ-амăш патне хисеп ытларах çуратас, физкультурăпа спорта юратас туртăма ỹстерес тĕллевпе йĕркелерĕ. Урăхла каласан çемье уявĕ ирттерчĕ. Мĕн тери кăмăллă пулчĕ ачасен пичĕ çинчи хавас кулла курма. Пĕр-пĕрин патне хисеп тата ытларах çуралчĕ унта. Кỹрентересси пулмарĕ. Çакăнтан ырă сунасси те ỹсетех. Пулăшу кỹме алă тăсса парасси те çуралать.
Спортра çĕнтерекенсем пулаççех. Çак конкурсра вара туслăх малта тăчĕ. Вăл пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.
А.ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |