Журналист, чăваш писателĕ, Раççей тата Чăваш Ен Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Республикин искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, И.Я. Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ Арсений Алексеевич Тарасов (28.06.1956) Пăлаккисенче çуралнăранпа 65 çул çитрĕ.
А.Тарасов И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш радиопа телевиденийĕнче редактор, аслă редактор, 1987-1989 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче редактор, 1992-2009 çулсенче "Чăваш Ен" ПТРКра редактор, комментатор, пай заведующийĕ, ятарлă корреспондент, 2010-2015 çулсенче "Тăван Атăл" журналăн шеф-редакторĕ, 2015-2020 çулсенче "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ пулса тăрăшнă. 2020 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа "Тăван Атăл" журнал редакторĕ.
Литература ĕçĕпе 1975 çулта кăсăкланма пикеннĕ. Пĕрремĕш сăввисем "Тăван Атăл" журналта пичетленнĕ. Арсений Тарасов - "Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă", "Сутнă пỹртри юлашки каç", "Чăваш кĕпи", "Инçет телей çути", "Вĕçсе иртеççĕ кайăксем", "Салтак шăпи", "Мунча кунĕ" кĕнекесен авторĕ. "Чĕнтĕрлĕ чаршав" фестивальте "Инçет телей çути" пьесăшăн "Чи лайăх драматург" (2001 çул) ята тивĕçнĕ.
Çавăн пекех пирĕн ентешĕмĕр чылай документлă телефильм сценарийĕсен тата телепроектсен авторĕ те.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Ноябрь 2024 |