ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче коронавирус чирĕ сарăласран асăрханас, районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне кирлĕ пек тытса тăрас тĕллевпе тĕрлĕ службăри яваплă çынсем мобильлĕ ушкăнпа кашни кунах ятарлă рейда тухса çỹреççĕ. Вĕсем суту-илỹ магазинĕсенче, халăх йышлă пулакан ытти вырăнсенче маска режимне пăхăннине, термометри журналне йĕркелесе пынине, дезинфекцилекен хатĕрсемпе усă курнине тĕрĕслеççĕ. Тĕллевлĕ çул çỹревпе рейд бригади район центрĕнчи объектсенче çеç мар, ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи магазинсенче усал чиртен хỹтĕленмелли йĕркесене мĕнле пăхăннипе те кăсăкланаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Çĕньял, Турхан, Аслă Чемен ялĕсенчи лавккасенче санитарипе эпидемиологи мерисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Ноябрь 2024 |