Коронавируспа чирлесе ирттернисен вакцинаци тутармалла мар, теççĕ. Çакă тĕрĕсех-и?
Е. ПЕТРОВА. Патăрьел ялĕ.
- Коронавирус инфекцине çĕнтернисен те прививка тутармаллах. Пурăна киле организмри антителасен шайĕ чакать. Ун пек чухне тепĕр хут чирлес хăрушлăх ỹсет. Иммунитета çирĕплетмешкĕн прививка кирлех.
Çакна та палăртмалла. Прививкăна иккĕмĕш хутне те тутармалла. Вакцинацин пĕрремĕш тапхăрĕнчен тухнисем: "Эпĕ прививка тутарнă. Халĕ чирлеместĕп" теме пăхаççĕ. Йăнăш шухăш. Малтанхи прививка коронавирус инфекцийĕнчен туллин хỹтĕлеймест. Çавăнпа иккĕмĕшне тутармаллах.
И. ШАЙКИНА, районти тĕп больницăн врач терапевчĕ.
Ноябрь 2024 |