Лагерьти ачасем турккăпа паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 09:28 Просмотров: 346

ЫХРА Çырминчи вăтам шкулти çуллахи лагере çỹрекен ачасемшĕн çак тĕл пулу тата паллашу яланлăхах асра юлĕ. Пĕр кунхине Павлик Пайминпа пĕрле унăн юлташĕ, çывăх тăванĕ Миран Тютен те ачасен ĕçпе кану лагерьне килнĕ. Вăл турккă ачи, çуллахи каникул вăхăтĕнче Треньелне кукамăшĕ патне хăнана çитнĕ-мĕн. 7 класра вĕренекен ача турккăлла та, вырăсла та, чăвашла та калаçать. Унăн çемйи Мускавра пурăнать. Ашшĕ пĕр фирмăра прораб, амăшĕ социаллă ĕçчен пулса тăрăшать.

Миран ачасене робототехникăпа, информатикăпа кăсăкланнине, программист пулма ĕмĕтленнине каласа панă, Чăваш Ен, унăн чĕлхи питĕ килĕшнине пĕлтернĕ. Ытларах вĕсем ясмăк (чечевица) яшки, плов çиеççĕ пулин те, арçын ача чăваш наци апат-çимĕçне те тиркемест.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика