РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи пилĕк уйăхра çул-йĕр çинче пулакан аварисен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 35 процент чакнă. Асăннă тапхăрта районти çул-йĕр инспекторĕсем аварисенче тăкак кỹнипе çыхăннă 67 материал хатĕрленĕ. Сарăмсăр инкекре вилекенсем (25 процент), аманакансем (47 процент) те сахалланнă. Кăтарту лайăхланни çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсен яваплăхне чакармасть. Вĕсем малашне те районти оперативлă лару-тăру ăнăçлăхĕшĕн тимлĕç, водительсемпе, çуран çỹрекенсемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелĕç, çав вăхăтрах республикăра иртекен операцисене те хутшăнĕç.
Ноябрь 2024 |