Укроп нерв тытăмне çирĕплетме, юн пусăмне чакарма пулăшать. Çавăнпа унăн вăрринчен хатĕрленĕ шĕвеке ыйхă килменнипе аптăрасан, нервсем пăсăлсан ĕçме сĕнеççĕ. Çак культура пĕвере, пỹрене тата пыршăлăха лайăх ĕçлеттерме пулăшать. Кун пек чухне унран хатĕр-ленĕ чей ĕçмелле.
ВАР ХЫТСАН. Тин вĕретнĕ 200 мл шыва 2 апат кашăкĕ укроп вăрри ямалла, 30 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Апат умĕн 15-20 минут маларах талăкра 80-90 мл ĕçмелле.
ГАСТИТРАН (ЙỸÇЕК ỸССЕН). Укроп сĕткенĕпе пыла пĕр виçепе илмелле, хутăштармалла, ĕçмелле.
ЮН ПУСĂМĔ ВИÇЕСĔР ỸСНĔРЕН. Тин вĕретнĕ 500 мл шыва 2 апат кашăкĕ укроп вăрри ямалла, 1 сехет тытмалла, сăрăхтармалла. Сиплĕ хутăша апат умĕн кунне 3-4 хутчен 1-2 апат кашăкĕ ĕçмелле.
ЮНРА ГЕМОГЛОБИН ШАЙĔ ЧАКНĂРАН. 250 мл сĕте 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ укроп çулçи е вăрри ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Кунне виçĕ хутчен ĕçмелле.
КĂКĂР ĔМĔРТЕКЕН ХĔРАРĂМСЕМ ВАЛЛИ. Укроп вăрринчен хатĕрленĕ шĕвеке кунне 2 хутчен çуршар стакан ĕçмелле.
Хăçан пуçтармалла?
Клевер чылай чиртен сывалма пулăшать: пуç çаврăнсан, рахитран, геморройран, туберкулезран, юн тымарĕ сарăлнинчен, бронхитран, астмăран, ревматизмран тата ыттисенчен те. Вăл май вĕçĕнче чечек çурма пуçлать, кĕркуннечченех çеçкипе савăнтарать.
Сиплев курсĕ валли чечекĕпе çỹлти çулçине пуçтараççĕ. Ăна типĕ çанталăкра, сывлăм типсен пухаççĕ. Типĕтес умĕн чечеке çумалла мар. Çавăнпа таса вырăнта çеç пуçтармалла. Тĕттĕм вырăнта типĕтмелле, хут тата пир михĕсенче упрамалла.
Ноябрь 2024 |