ÇЫННĂН сывлăхне хавшатакан, пурнăç малашлăхне пĕтерсе хуракан наркотик сиенĕ пирки чылай çыраççĕ, калаççĕ, çамрăксемпе тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Пĕтĕм тĕнчери наркотика хирĕç кĕрешмелли куна халалласа (вăл июнĕн 26-мĕшĕнче пулнă) районта ятарлă вунăкунлăх ирттернĕ май, Пикшик ял вулавăшĕнче "Да - здоровью, да - мечте, нет - наркотикам, беде!" ятпа курав йĕркеленĕ. Вулакансем наркомани проблеми, унăн усал вăйĕ, вăл инкек патне илсе пынă пирки кĕнекесемпе брошюрăсенчен, информаци буклечĕсенчен вуласа пĕлме пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |