Мĕнрен усăллă-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 06.07.2021, 09:32 Просмотров: 371

 Çăка милĕкĕ лайăх тенине илтрĕм. Эпĕ ăна нихăçан та хатĕрлесе курман. Вăл мĕнрен усăллă-ши? Ăна хăçан хатĕрлемелле?

А. Сергеева. Патăрьел ялĕ

Çăка милĕкне çеçке çурнă вăхăтра хатĕрлесен аван. Çакна асра тытмалла: туратсене çумăр çунă чухне е сывлăм вăхăтĕнче касмалла мар. Çак йĕркене пăхăнмасан çулçă хуралать, тăкăнать. Çеçки тăкăнсан та çак йывăçран милĕк хатĕрлеме юрать. Çăкапа пĕрле юманпа хурăн турачĕсене хутăштарма пулать.

Милĕке хĕвел лекмен, типĕ вырăнта упрамалла. Ун чухне çеçки те, çулçи те тĕссĕрленмĕ.

Çăка милĕкĕ - çемçе. Унпа мунчара çапăнма кăмăллă. Çавăн пекех тутлă шăршăллă та. Вăл пуç ыратнине ирттерет, пỹре ĕçне лайăхлатать, тарлаттарать. Унсăр пуçне ỹтри пĕчĕк сурансене сиплет, температурăна чакарма пулăшать, чун-чĕрене лăплантарать. Çăка милĕкĕ шăк хăмпи чирĕпе, ревматизмпа тата невралгипе нушаланакансене те пулăшать.

Шăнса пăсăлсан та унпа усă кураççĕ. Вăл ỹпкене тасатакан фитонцидсем кăларать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика