Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче ỹсекен ачасене шкулсенче вĕри апатпа тỹлевсĕрех тивĕçтерĕç. Ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа уйăрĕç. Çак çĕнĕлĕх сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕмелле. Тỹлевсĕр апатлантарма 75 миллион тенкĕ ытларах кирлĕ. Çитес çул 170 миллион тенкĕ тăкакламалла пулĕ. Çак укçан пысăк пайне, 150 миллионне, каллех регион саплаштарĕ, 20 миллионне муниципалитетсем хăйсем çине илмелле. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен канашлăвĕнче пĕлтернĕ.
Паянхи куна респуб- ликăра нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче вăтам тата аслă классенче вĕренекен 12 пине яхăн хĕрпе каччă ỹсет. Вĕсене вĕри апатпа тивĕçтерме район е хула бюджетĕнчен çеç укçа уйăрнă. Малашне республика хыснинчен те саплаштарĕç. Пĕр кун апатланасси пĕр ачашăн вăтамран 80 ытла тенке кайса ларать. Каласа хăвармалла, ачасене тутлă та паха апатпа тивĕçтерес тесе вĕрентỹ учрежденийĕсенчи столовăйсене те çĕнетсех пыраççĕ. Кăçал ку тĕллевпе 350 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |