Илемлĕ вырăна вырнаçнă Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Ульяновка. Кунта кашни çын пĕрне-пĕри паллать. Пĕр çемьери пекех пурăнаççĕ. Вĕсем савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлаççĕ. Куллен ял йĕри-тавра çаврăнаканни вара почтальонка.
Кам мĕнле пурăннине вăл пỹрне хуçсах шутласа каласа пама пултарать. Çакна тума майĕ те пур. Ольга Алексеевна темиçе ĕçре вăй хурать. Ирпе ирех медицина пунктне çитет. Унта тирпей-илем тăвать. Кайран Ишлĕ ялĕнче вырнаçнă почта уйрăмне васкать. Куллен ял тăрăх валеçмелли хаçат килсех тăрать. Пĕринче "Хресчен сасси", тепринче районта тухса тăракан "Авангард", виççĕмĕш кунĕнче урăххи. Вулакан кĕтетех вĕсене. Ытти хушма ĕçĕ те çителĕклех О. Никифоровăн. Пĕрисем электричествăпа, газпа усă курнăшăн, çỹп-çап тăкнăшăн тỹлевпе татăлмашкăн укçа парса яраççĕ ăна. Квитанцийĕсене хуçисем патне çитермелле. Телефон çыхăнăвĕшĕн тỹлеме ыйтакансем те пур. Кирек камшăн та "васкавлă пулăшу" шутланать почтальонка. Каçхине те ĕçĕ пур ял хĕрарăмĕн. Ялти культура вучахĕн "хуçи" те вăлах. Культура мероприятийĕсене йĕркелеме те ĕлкĕрет. Халăха районти Акатуй-Сабантуя та явăçтарать тата ытти те. Коронавирус тапхăрĕнче, паллах, темех йĕркелемеççĕ. Çитменнине тата халĕ культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем те пыраççĕ. Стенисене якатса тирпейленĕ. Чỹречисене пластикпа улăштарнă. Ăшă системипе электричество çыхăнтармалла. Ĕçрен пушаннă кĕрхи вăрăм каçсем çитиччен кану çурчĕ илĕртỹллĕ пуласса шанатех Ольга Алексеевна.
- Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп. Ял каччипе Шупашкарти юрату сăмсахĕнче тĕл пулса çемье çавăрма шут тытнă. Темшĕн хуларах тĕпленмен. Иксĕмĕре те ялти пурнăç илĕртнĕ курăнать. Николай Васильевичăн алли-ури ăста. Кирек хăш ĕçе те пуçăнма пултарать. Тĕрлĕ техника çỹретет. Тивĕçлĕ канура пулин те паянхи кун "ГАЗельпе" Патăрьел-Ульяновка-Пăлапуç Нурăс маршрутпа çула тухать, - тет О. Никифорова.
Пĕринчен тепри маттур, харсăр мăшăр. Оля хăй те почтальонка тивĕçĕсене тирпейлĕ туса пынишĕн хĕпĕртет Ишлĕри почта уйрăмĕн ертỹçи Людмила Юркина. Пĕрле ĕçлекен Мария Григорьевăпа Людмила Михайлова почтальонкăсем те тăрăшуллă тантăшĕнчен сахал мар ыррине вĕренеççĕ.
- Ульяновка ялĕнче пĕр суту-илỹ лавкки те çук. Эрнере пĕр е икĕ кун автолавка пырса кайнипех пурнăçа сыпăнтарса пыма çăмăл мар. Тепĕр чухне кирлĕ таварĕ те çук е хăшне-пĕрне туянма укçи-тенкĕ хĕсĕкрех. Ольга Алексеевнăран хĕвелçаврăнăш çăвĕ, çăнăх, кĕрпе, шампунь, печени, конфет, майонез... почта уйрăмĕнчен илсе килсе пама ыйтаççĕ. Тỹлевĕпе пенсирен татăлаççĕ. Юбилей, туй е ача çуралнине палăртнă чухне ытти парнесем те кирлĕ. Ỹркенмест вĕсемпе тивĕçтерме О. Никифорова, - тет почта уйрăмĕн начальникĕ Людмила Анатольевна.
Çемьеллĕ пулса яла таврăнсан почтальонкăна кỹлĕнетĕп тесе шутламан Оля. Кỹршĕллĕ Йĕпреç районĕнчи Липовкăра 10 çул пекарньăра ĕçленĕ. Куллен ирпе тата каçпа пилĕкшер çухрăм çуран утнă. Маларах унта 6 çул шкула çỹренĕ пулнă. Пĕринче мăшăрĕн йăмăкĕ, 20 çул поч- тальонкăра ĕçлекен Валентина Семенова хăйĕн вырăнне отпускра ĕçлесе пама ыйтнă. Иккĕленнĕ пулсан та килĕшнех Ольга Алексеевна. Каярахпа ун вырăнне ĕçлемех юлнă. Паян çакăншăн пĕртте ỹкĕнмест. Савăнать çеç. "Куллен ял йĕри-тавра пĕрре çаврăнса тухса кунта пурăнакансен сывлăхне пĕлмесĕр чун канмасть", - тет О. Никифорова.
Ял çыннин пурнăçĕ кил картинче тытакан выльăх-чĕрлĕхпе те тỹрреммĕнех çыхăннă. Ирпе ирех тăрса ĕне сумалла. Иккĕ вĕсем Никифоровсен. 4.30 сехет тĕлне çурт умне сĕт пухакан автомашина çитет. Уттине, çырлине, милĕкне, кăмпине, вуттине хатĕрлемелле. Пурте хăй вăхăтĕнче тумалли ĕçсем. Вăр-варлăх кирек ăçта та кирлĕ. Сехет-сехет çурăра 10 литрлă витрене кам-ха туллиех хура çырлапа тултарать?
Паллах, чылай ĕçе çăмăллатни савăнăç кỹрет. Ĕне сăвассине те алăпа пурнăçламаççĕ. Мăшăрĕпе килĕшỹре пурăнни (37 çул) кирек хăш ĕçе пуçăнма та май парать. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Пурте хăйсен "йăвисемпе" пурăнаççĕ. Ăрăва малалла тăсакан 6 мăнук ỹсет.
Çын хушшинче пулни хăват парать Ольга Алексеевнăна. Сцена çинче юрлаканни те вăлах. 5 тĕрлĕ чăваш кĕпи пур унăн. Масмакĕ, тухйи... хăйĕнех. Ял хыпарне ял тăрăхĕн администрацине çитерме пултарать почтальонка. Район хыпарне халăх патне. "Авангард" хаçата та çителĕклех салатать. Демографи лару-тăрăвĕ япăхланни çеç пăшăрхантарать. Вăрман сывлăшĕллĕ Ульяновкăра пушă çурт ан пултăрах тет. Çавăнпах скандинави мелĕпе утакансемпе те юнашар тăрать. 1000 канаш паракан хаçата та илсе килсе парать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр кашнийĕ тесе май килнĕ таран тăрăшать. Пурте Ольга Алексеевна евĕр пулсассăн пурнăç тата та лайăхланĕччĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |