Хăмла çырлин хунавĕ нумай пулсан тухăçĕ чакать. Ытлашши хунавран сыхланма юнашар ыхра лартмалла. Вăл хăмла çырлине сарăлма памасть.
Çĕпре шĕвекĕ
Хăяра лайăх çитĕнтерме ятарлă шĕвекпе шăвармалла. 1 витре шывра 1 пакет типĕ çĕпре (10 г.), çулнă курăк хутăштармалла. Талăк тăрăлтармалла. Чăх каяшĕпе шĕвек хатĕрлесен те лайăх. Вăл çимĕçе çитĕнме пулăшать.
Пылак пăрăç
Йăран çинчи пăрăç час-часах чирлет. Калчана куçарса лартас умĕн йăрана "фитоспоринпа" сирпĕтмелле. Унпа йăран çинчи калчана та сапма юрать. Пăрăçа лартнă хыççăн темиçе хут марганцовка шĕвекĕпе сирпĕтмелле (5 л шыва 2 г). Йод пулăшать Йодпа фитофторăран сыхланма усă кураççĕ: теплицăн кашни кĕтесне унăн кĕленчине çакмалла, хупăлчине уçмалла. Тĕрлĕ çĕрте шыв тултарнă витре лартмалла - сывлăшри нỹрĕке упрама.
Тепĕр мел: 10 л шыва 1 л сĕт тата 10-15 тумлам йод хушмалла, томата сапмалла.
Кăшман валли тăвар
Кăшман кĕл килĕштерет. Çавăнпа хушшăн-хушшăн пахча çимĕç йăранне кĕл хывмалла. Вăл тăпрари йỹçеклĕхе те чакарма пулăшать. Кăшман пылак пултăр тесен çитĕннĕ вăхăтра икĕ хутчен, унтан пуçтарса кĕртес умĕн 25-30 кун маларах тăвар янă шывпа шăвармалла
Ноябрь 2024 |