Ĕнер православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Питрав типпи вĕçленчĕ. Петрпа Павел апостолсене хисеплесе паллă тăвакан праçник ячĕпе районти кашни чиркỹрех кĕлĕсем иртрĕç, типĕ тытса хăйсен çылăхĕсемшĕн ỹкĕнекенсем Турă юнне ăша илчĕç. Питрав çу варри теççĕ. Вăл иртсен куккук та сас пама чарăнать.
Çывăх вăхăтра, августăн 2-мĕшĕнче тепĕр чиркỹ праçникĕ - Илья пророк - кунĕ. Ватăсем сăнанă тăрăх çак кун çумăр çусан - çулталăк тухăçлă пулать. Унччен вăхăчĕ самаях нумай пулин те, ял çыннине ăшă та лăпкă çумăр маларах савăнтарасса питĕ шанас килет.
А. Егорова
Ноябрь 2024 |