Июль уйăхĕ ытти çулхипе танлаштарсан шăрăх та, типĕ те тăрать. Ун пек чухне вут-кăвартан тата ытларах тимлĕ пулни кирлĕ. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Унтан кашнийĕ асăрханмалла, пушара парăнтармалли техника юсавлă, шыв та алă айĕнчех пулмалла. Ку тĕлĕшпе Ишлĕ ял тăрăхĕнче вут-çулăмпа кĕрешме ЗИЛ автомашина пур. Çапах та инкек сиксе тухсан (Турă сиртĕр) çынсем ăна çеç шанса лармаççĕ. Ялти хастарсем никам асăрхаттармасăрах 1,5-2 тонна кĕрекен пичкесене тракторсем çумне çыхăнтарсах хунă. Çак тăрăхра пурăнакансем пушар тухсан чăн малтанах "01" служба килессе кĕтмеççĕ, ăна сỹнтерме вара ĕлĕкхиллех кашнийĕ хутшăнма тăрăшать. Сăмах май каласан, кунти ялсенче паянхи кун та пушар хыпарçисем - чансем те - упранаççĕ.
Çанталăк шăрăх та типĕ тăнă май, районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем уйрăмах вăрмансенче асăрхануллă пулмаллине, кăвайт чĕртме юраманнине тепĕр хут аса илтереççĕ. Хыт-хурапа типнĕ курăка та çунтарма юрамасть. Çул çитмен ачасене килте пĕччен хăварни те тетеветкеллĕхпех çыхăннă.
Ноябрь 2024 |