Çулĕ çитмесен те усал ĕç тума пултарĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2021, 17:12 Просмотров: 228

ÇЕМЬЕРЕ çитĕнекен кашни ача тĕрĕс воспитани илтĕр, сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесен чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн çакăншăн яваплă, вĕсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла. Килти лару-тăру ăнăçсăр пулни, вĕсене чун парнелекенсем эрех-сăрапа иртĕхни, ирĕклĕ пурнăçпа пурăнни ачасемшĕн шăпах япăх витĕм кỹрекен, усал çул çине тăма пулăшакан сăлтавсем. Район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссинче пăхса тухнă ыйтусем чылайăшĕ çакнашкал сăлтавпа çыхăннăскерсем: çул çитмен ача çĕрле ют машинăпа тухса кайса авари тунă, шкул ачисене эрех-сăра ĕçме явăçтарнă, ушкăнпа пушă ларакан çурта кĕрсе "хуçаланнă" тата ытти те. - Пĕчĕк пăтăрмах пысăк преступлени валли анлă çул уçса пама пултарать. Уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче кашни ача тимлĕхре пулмалла, вĕсене куçран вĕçертмелле мар, вăхăтне усăллă ирттерме, вĕсене спорта явăçтарма, ĕçе хăнăхтарма тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе ял администрацийĕ, ытти профилактика субьекчĕсем те çул çитмен ачасем шанчăклă ăру пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшмалла,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Светлана Чернова комисси ларăвне пĕтĕмлетнĕ май.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика