РАЙОНТИ "Централизациленĕ клуб системи" автономи учрежденийĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ (ертỹçи Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин) çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕпе туслă çыхăну тытакан Тутар Республикинчи Аксу районĕнче Тутарстанри чăвашсен "Уяв" праçникне хутшăннă. Вĕсем аякри хăнасене икĕ лапамра савăнтарнă. "Ял тĕрленчĕкĕ" тата "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан" вокалпа хореографи сюитисене куракансем питĕ ăшшăн йышăннă, тăвăллăн алă çупса тав тунă.
Кỹршĕ республикăри чăвашсен уявĕнче пирĕн районти уйрăм артистсем конкурссенче те палăрнă. Акă, "Шуçăм" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçи Валерий Фролов купăсçăсен "Выля, хут купăс - янра, такмакăм!" фестивальте хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, юрăпа ташă ансамблĕн хастарĕ Лариса Федорова вара "Чăваш сăри" фестивале хутшăнса вăтăр çын хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Ноябрь 2024 |