Монохромлă ЖК-дисплейлă пĕрремĕш смартфон 1994 çулта тухнă. 2012 çул тĕлне çавнашкал телефонсемпе 1 миллиарда яхăн çын усă курнă. Халĕ тĕнчере 8 миллиарда яхăн çын пурăнать, вĕсенчен çуррин мобиллĕ гаджетсем пур. Çавна май смартфонсем çырава хутшăнма пулăшни пирки сăмах хускатасшăн.
Хальхи вăхăтра смартфонсем пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕсемпе эпир япаласем туянма е кỹрсе килме ыйтма пултаратпăр, çĕнĕ хыпарсем вулатпăр, видео пăхатпăр, тăвансемпе тата юлташсемпе çыхăнатпăр, пĕр-пĕринпе паллашса çемье çавăратпăр, патшалăх учрежденийĕсен пулăшăвне илетпĕр. Кăçал вара смартфонсемпе Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравне хутшăнма май пур.
Пандеми пуçлансан ООН çĕршывсене çырава дистанци, онлайн мелĕсемпе ирттерме сĕннĕ. Урăхла каласан, Интернетра кашни харпăр хăй тĕллĕн анкетăсене тултарма пултарать. Цифрăллă çырав пĕтĕм тĕнчери статистиксемшĕн стандарт пулса тăчĕ. Америкăра, Китайра, Великобританире ку мелпе малтан усă курма пуçланă.
Кăçалхи октябрьте иртекен Раççейри çырав халăхсем хушшинчи организаци ыйтнисене пĕтĕмпех тивĕçтерет. Унта хутшăнма Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнни, Андроид е iOS тытăмлă смартфон, планшет, компьютер, Интернет çыхăнăвĕ кирлĕ.
Электронлă бланксене харпăр хăй пирки кăна мар, мăшăр, ачасем тата ашшĕ-амăшĕ пирки те çырса тултарма юрать. Çыравçăсем килсене тухса ыйтса çỹресе хут листасем çине çырнă чухнехи пекех хуравламалла.
Раççейре юлашки çырав 2010 çулта иртнĕ. Юлашки çулсенче çĕршывра улшăнусем чылай пулнă. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пире çĕршывра миçе çын пурăннине, наци тытăмĕ, халăхсем куçса çỹрени, вĕренỹ шайĕ пирки тĕрĕс пĕлме май парать. Çавăн пекех, обществăри ытти пулăмсене те уççăн çутатать. Вĕсем тăрăх социаллă пулăшусен çĕнĕ программисене йышăнĕç, çăмăллăхсен калăпăшне палăртĕç.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе усă курса иртет. Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ - Раççейре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче (Gosuslugi.ru) кашни хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарни. Çыравçăсем хваттерсемпе çуртсене ятарлă программăллă планшетсемпе каяççĕ. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ "Мои документы" центрсенче те çырава хутшăнма пулать.
Ноябрь 2024 |