Июлĕн 14-15-мĕшĕсенче ЧР ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн базинче, Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче "Уй кунĕ - 2021" курав йĕркеленĕ.
16-мĕш хут иртекен мероприятие сумлă лару-тăрура уçнĕ çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Николай Малов, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăх ертỹçисем, аграри отраслĕпе кăсăкланакансем хутшăннă.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăх ертỹçисенчен тăракан Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пынă. Вĕсем çĕре сухаламалли, акмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли, тыр-пула пухса кĕртмелли техникăн выставкипе кăсăклансах паллашнă. Çавăн пекех "Ял хуçалăх культурисене çитĕнтермелли технологисем" ятпа йĕркеленĕ "çавра сĕтел" те малашнехи ĕçре усăллă пуласса шансах тăраççĕ.
А. ИЛЬИН
Ноябрь 2024 |