Субботниксем йĕркелесси Алманчăсен ырă йăлара

Категория: Публикации Опубликовано: 20.07.2021, 09:00 Просмотров: 243

ÇУЛЛАХИ вăхăтра курăкпа хытхурана çулса, тирпейлесе тăмасан вăл йĕри-тавра туххăмрах ашкăрса кайма пултарать. Алманчă ял тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке темелле. Çуллахи вăхăтра вĕсем темиçе хутчен те урама илемсĕрлетекен, ял вĕçĕнчи, çул хĕрринчи курăка çулаççĕ, пĕрлех хăрнă йывăçсене те касса тирпейлеççĕ.

- Ял илемĕ - хамăр алăра. Алманчăсем çакна çирĕп пăхăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕн депутачĕсем, старостăсем, ытти хастарсем ырă тĕслĕхлĕ пулни та халăха хавхалантарать. Çавăнпа та тирпей-илем субботникĕсене çынсем яланах кăмăлтан, хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ,- каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов.

Пытарма кирлĕ мар, хальхи вăхăтра хăш-пĕр ялта ку тĕлĕшпе пикенсе ĕçлемелли çук мар. Урамсенче, обществăлла вырăнсенче, ытти çĕрте те çын алли çитменнипе курăк ỹссе кайнă вырăнсем пайтах. Ялта утçи, вырма, ытти ĕçсем хĕрсе пынипе пĕрлех хамăр пурăнакан тавралăхра, масар çинче тирпей-илем тăвас, çỹп-çап контейнерĕсене вăхăтра пушатас пирки те манас марччĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика