Ултавçăсенчен асăрханăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 20.07.2021, 09:07 Просмотров: 214

Юлашки вăхăтра МИХ хатĕрĕсенче ултавçăсем çынсене банк ĕçченĕ пек пулса сирĕн карттăран палламанскерсем укçа вăрласшăн пулнине ĕнентерни е тата ытти пирки те пĕлтерсех тăраççĕ. Çакна тĕрĕс хыпар тесе ан йышăнăр.

 Ултавçăсем сире хăратса, "электронлă енчĕкпе" çыхăннă виçĕ паллăллă код номерне ыйтса пĕлме тăрăшаççĕ. Ун пек чухне тỹрех калаçăва татăр, хăвăрпа çыхăннă нимĕнле информацие те ан калăр.

Хальхи вăхăтра республикăра "Асăрханăр: мошенниксем!" оперативлă профилактика мероприятийĕ пынă май, пирĕн служба сотрудникĕсем тăтăшах районти организаци-предприяти коллективĕсенче, уйрăм граждансемпе ултавçăсенчен асăрханмалли пирки калаçусем ирттереççĕ. Кашни кĕçнерникунах район полицийĕн ĕçченĕсем çак ыйтупа ял тăрăхĕсене тухса тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче çеç РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен пай сотрудникĕсем Патăрьелĕнчи энергосбыт компанийĕнче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, миравай судра, "Авангард" хаçат редакцийĕнче пулчĕç, мошенниксенчен асăрханмалли пирки каларĕç.

А. КАРГИНА, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика