Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.07.2021, 09:09 Просмотров: 234

Ученăй-философ, философи наукисен докторĕ (1996), профессор (1986), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1984), Чăваш Енти комсомолăн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1984) Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ (21.07.1936) Владимир Иванович ЧЕКУШКИН 85 çул тултарать.

В. Чекушкин - Санкт-Петербургри профсоюзсен гуманитари университечĕн выпускникĕ. Ĕç стажне ял библиотекин заведующийĕнчен пуçланă. 1972 çултанпа И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универститетĕнче преподаватель, доцент пулнă, 1988-1993 çулсенче философи кафедрин заведующийĕнче, 2006 çултанпа гуманитари факультечĕсен философи кафедрин заведующийĕнче тăрăшнă.

Вăл 100 ытла наукăпа публицистика ĕçĕсен авторĕ. Вăл шутра философи проблемипе çырнă 6 монографи.

Ентешĕмĕр чăваш халăх юррисене шăрантарнипе, вĕсене халăх хушшинче сарнипе те паллă. Вăл - халăх пултарулăхĕн республикăри, Раççейри, тĕнчери фестивалĕсен лауреачĕ.

 Владимир Чекушкин "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне илме тивĕçнĕ.(2010)

Писатель, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, СССР Писательсен союзĕн членĕ Илья Петрович ДУМИЛИН (22.07. 1911- май 1942) çуралнăранпа 110 çул çитет.

Вăл Тăрăн ялĕнче çурласа ỹснĕ. Вăрçăччен Анат Туçари колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Каярахпа "Канаш" хаçатра фальцовщик пулса ĕçленĕ. 1935 - 1940 çулсенче Патăрьелĕнчи киномеханиксен шкулĕнче учительте, тулли мар вăтам шкул директорĕнче тăрăшнă.

И. Думилинăн пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем "Сунтал", "Хатĕр пул" журналсенче пичетленнĕ. Унăн чи лайăх произведенийĕсем "Сердце, пробитое пулей" тата "Юлашки юн тумламĕччен", "Хумсем" сборниксенче пичетленнĕ.

Вăл Сталинград çывăхĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă.

("Çулталăк кĕнекинчен").

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика