Ыхра Çырмипе Шăнкăртам ялĕсенчи çамрăксем хушшинчи хирĕç-тăру пирки социаллă сетьсенче анлă сарăлнă видеопа чылайăшĕ паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ паллах. Ҫавăн пекех пăтăрмаха чăваш наци телевиденийĕпе те кăтартрĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-м.ш çулĕсенче çакнашкал киревсĕр йăла час-часах пулкаланă. Манăçа тухнă усал ĕç-пуçа тутар ялĕсенчи каччăсем аса илнĕ, кар тăрса тытăçма хатĕрленнĕ. Телее, йĕрке хуралçисем çапăçăва вăхăтра сирме ĕлкĕрнĕ.
Паллах, килĕштерсе пĕр çемье пек пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн ку кĕтменлĕх пулчĕ. Малашне ыттисем çак çул çине ан тăччăр тесе çак кунсенче право йĕркисене пăсакансене асăрхаттарас тĕлĕшпе тимлекен районти комиссин черетсĕр ларăвĕнче çак пăтăрмаха сÿтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, çак комиссин председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă канашлăва ĕçлĕ ушкăн пайташĕсемсĕр пуçне район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн начальникĕ Михаил Яковлев, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Зофер Камалетдинов, Шăнкăртам тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Минсур Валитовпа Фениль Алиуллов, çак ялсенчен суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, районти Общество канашĕн членĕ Мансур Хайбуллов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Харкашу тата шăпах мăсăльмансен чи пысăк та сумлă уявне Курбан-байрама паллă тăвас тапхăрта пуçланнă. Мухтав Турра, вăл тĕн паллисемпе çыхăнман. Июлĕн 14-мĕшĕнче Ыхра Çырминчи виçĕ çамрăк Шăнкăртамри икĕ каччăна хĕненĕ. Căлтавĕ – пĕр пикене куç хывни иккен. Инкек тÿсекенсем хăйсем шар курни пирки йĕрке хуралĕсен органĕсене çырупа тухман. Вĕсем хăйсен вăйĕпе тавăрма шутланă.
Июлĕн 16-мĕш умĕнхи серле çамрăксем Патăрьел ялне пуçтарăннă та Ыхра Çырми еннелле утнă. Йĕрке хуралçисен автомашинисене курсан чăл-пар саланнă. Халĕ весене тупса палăртнă. Паллах, пуçтахсене пуçран шăлмĕç. Вĕсенчен 8-не РФ КоАП 20.2.2 статйипе килĕшÿллĕн (обществăлла вырăнта нумай çын пуçтарăнса обществăлла йĕркелĕхе пăснăшăн) административлă майпа явап тыттарма материалсем хатĕрлесе çитернĕ. Асăннă ял тăрăхĕсенче хирĕçĕве хутшăннисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе çийĕнчех тĕл пулса калаçнă, çавăн пекех йĕрке хуралçисем те ку енĕпе халĕ те ĕçлеççĕ.
- Чăнах та районта йĕркене пăсакансене асăрхаттарас тĕлĕшпе кашни яваплă орган сахал мар ĕç пурнăçлать. Пытармастăп, хальлĕхе вĕсем пĕр тĕвĕре мар. Пĕр-пĕрне пĕлтерсе, çыхăнса тимлесен вара çакнашкал пăтăрмахсене çийĕнчех татса пама пулĕччĕ, - терĕ пĕтĕмлетсе Рудольф Васильевич.
Пĕрлĕхре–вăй. Яваплă органсемпе юнашар вĕрентÿ, сывлăх учрежденийĕсем, тĕн представителĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсемпе вырăнсенчи хастарсем, пĕр сăмахпа каласан, пур общественность та ку енĕпе малашне пĕр çыхăнура тимлемелле текен шухăшпа вĕçлерĕç черетсĕр ларăва.
А. Козлов
Ноябрь 2024 |