Тăван, çĕленрен асăрхан!

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021, 09:43 Просмотров: 196

Çулла - çулталăкăн илĕртỹллĕ те савăк вăхăчĕ. Ăшă, илемлĕ... Ку тапхăрта пире уйрăмах вăрман тыткăнлать. Çырла-кăмпа татма е милĕк хуçма, ушкăнпа канма-уçăлма мĕн тери шеп ку çăтмахра!

Шел, çу кунĕсенче вăрмана лекни инкекпе те вĕçленме пултарать. Сăлтавĕ - çĕлен сăхни. Шăрăх кунсенче пушшех те нумай тĕл пулаççĕ çĕленсем. Мĕн асра тытмалла-ха пирĕн, мĕнле упранмалла вĕсенчен?

Çак шăвакан чĕр чунсем хĕвел çинче хĕртĕнме юратаççĕ. Вĕсене чул, сукмак, тунката çинче, утă купи тата хăрăк турат, строительство материалĕсем айĕнче курма пулать. Çутă асăрхаса каçхи кăвайт тĕлне шуса тухни те пулать çĕленсен. Пирĕн тăрăха хура çĕленсем иленнĕ.

Çĕлен хăçан çынна тапăнать-ха?

Тĕрĕссипе, наркăмăшсăрри те, наркăмăшли те хăй малтан тапăнмасть, ура сассине е турат хуçăлнине илтсе тарма пикенеççĕ. Енчен те ун çине урапа пуссан е перĕнсен чашкăрма пуçлать. Кун пек чухне чупма, ăна тытма е çапма юрамасть. Унсăрăн çĕлен тапăнать. Çавăнпа та хуллен, сас кăлармасăр каялла чакмалла.

Çĕлен наркăмăшĕ мĕншĕн хăрушă?

Вăл çыртнă вырăна кăна мар, темиçе минут хушшинчех пĕтĕм организма сарăлать. Сăхнă вырăн хĕрелет, шутсăр хытă ыратма пуçлать. Ура туйми пулать. Нумай çĕленĕн наркăмăшĕнче нейротроплă цитотоксинсем пур,- шăпах вĕсем юн кĕвĕлеслĕхне чараççĕ, нерв тытăмне сиенлеççĕ. Тепĕр 10 минутранах пуç çаврăнма тытăнать, кăмăл пăтранать, вăй-хал чакса ларать, тăн çухалма пултарать, шăнăр туртма пуçлать. Çĕлен сăхни пуç çывăхнерех пулсан тата хăрушă, унта вырнаçнă тĕп юн тымарĕсем тăрăх наркăмăш пурнăçшăн яваплă органсене хăвăрт сиенлеме пултарать.

Çĕлен сăхсан мĕн тумалла?

Инкекри çынна васкавлăн больницăна е фельдшер пунктне ăсатмалла. Унта ун организмне юн шывĕ (сыворотка ) яраççĕ. Вăл вара наркăмăш хăватне вăйсăрлатать.

Тухтăр пулăшăвĕ çитиччен çак ĕçсене тумалла:

Инкекри çынна вырттармалла, хускатмалла мар (унсăрăн наркăмăш организма хăвăрт сарăлать). Сăхнă вырăна çыхса лартмалла. Çынна ăшă шĕвек нумай ĕçтермелле,- ку наркăмăша шăкпа пĕрле кăларма пулăшать. Эрех-сăра ĕçме юрамасть! Сурана касма, çунтарма, марганцовка тата ытти дезинфекци хутăшĕсемпе сĕрмелле мар, атту столбняк серепине лекме пулать. Сыватмăша çитме нумай вăхăт кирлĕ пулсан çеç сăхнă вырăнти наркăмăша ĕмсе сурса пăрахма юрать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика