РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ĕнерхи кун тĕлне 32 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-кăвар пăтăрмахĕпе çыхăннă 33 тĕслĕхе шута илнĕ.
Темиçе кун каялла çеç "01" служба сотрудникĕсем çĕрле Тури Туçара алхасма пикеннĕ пушарпа кĕрешнĕ. Çуртра пĕччен пурăнакан арçын хăй аллипе хуралтине вут тĕртнĕ. Инкекре сарай таврашĕ çеç мар, пурăнмалли çурт-йĕрĕ те юрăхсăра тухнă. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕпех мар кил хуçине ятарлă сиплев учрежденине илсе кайнă. Сăмах май каласан, кăçал районта çакнашкал сăлтавпа икĕ пушар пулнă.
Ноябрь 2024 |