Велосипедпа та çул-йĕр правилине пăхăнмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 08:56 Просмотров: 167

ХАЛЬХИ ВĂХĂТРА урамра автомашинăпа çỹрекенсем çеç мар, велосипедпа çула кĕскетекенсем те питĕ нумайăн. Вăл шутра ачасем çеç мар, çитĕннисем те икĕ ураллă техникăна кăмăллаççĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çуллахи каникул вăхăтĕнче уйрăмах çул çитмен ачасем çул-йĕр правилине пăхăнманнине курма пулать. Çакна асăрхаттарса хăварасшăн. Ятарлă паллăпа çул урлă каçатăр пулсан, кирек камăн та велосипед çинчен анса ăна çавăтса утмаллла. Çав йĕркене пăхăнмасан инспекторсем РФ КоАПăн 12.29 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн администравлă протокол çырма (штраф - 800 тенкĕ) пултараççĕ. Вăл çеç те мар-ха. Чи хăрушши - çул-йĕр правилине пăхăнман çын авариллĕ лару-тăру туса хума е хăй те инкеке çакланма пултарать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика