Ял çынни сĕт сутса тупăш илме хăнăхнă. Анчах та çуллахи вăхăтра унăн хакĕ чакни чылайăшне пăшăрхантарать. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх 1 литр сĕте халĕ халăхран вăтамран 18 тенкĕпе йышăнаççĕ. Ку пĕлтĕрхинчен хаклăрах. Сĕт тирпейлекен предприятисенчен 22,5 тенкĕпе туянаççĕ. Ĕне усракансем выльăх шутне ан чакарччăр тесе хĕл каçмалăх апат хатĕрлеме, тăкаксене саплаштарма патшалăх енчен пулăшу кỹреççĕ. Кашни ĕне пуçне субсиди параççĕ. Паянхи кун тĕлне 25 пин ытла çынна 140 миллион тенке яхăн куçарса панă. Ку тĕллевпе кăçал бюджетра пурĕ 170 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ăна 35 пин ытла çын патне çитермелле. Çак субсидисем хушма хуçалăхсенче выльăх шутне сыхласа хăварасса шанаççĕ.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |